«Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗ пирки эпир нумай пулмасть кӑна пӗлтертӗмӗр — паян вара пӗрремеш хайлавсем килсе ҫитрӗҫ. Енчен те иртнӗ ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн ачисем маттурлӑха кӑтартса чи малтанхи калава ярса паратчӗҫ пулсан, хальхинче Вӑрнар районӗнчи Туҫи-Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем палӑрчӗҫ.
Иккӗн вӗсем — Ольга Мироновӑпа Карина Малова. Ольгӑн калавӗ «Йӑмрапа этем» ятлӑ. Вулакан унта килте ӳсекен ӳсентӑрана енле ерчетме пуҫланине пӗлме пултарӗ. Каринӑн юмахӗ вара «Тунката» ятлӑ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗнче мӑнкӑмӑллӑха сивлет, пурне те хисеплеме вӗрентет.
Асилтеретпӗр, «Чӑваш йӑмри» литӑмӑртӑва Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл ҫиччӗмӗш хут иртет. Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенсем шкулсенчи вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссем ирттереҫҫӗ, уявсем йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, сӑмахран, Горбунова Галина Георгиевна ертсе пынипе 7-10-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Хӑвӑн тӑван ҫӗршывна пӗлетӗн-и?» ятлӑ викторина иртрӗ. Унта районти 43 вӗренекен хутшӑннӑ, ыйтусем ҫине акӑлчанла ответленӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Раҫҫей географине, историне, политика системи тата символӗсене, Мускав историне лайӑх пӗлнине кӑтартса панӑ. Мускав тӑрӑх ятарлӑ экскурси пирки те акӑлчанлах ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче акӑлчан тата хрантсус чӗлхине юратакансем каллех Хӗрлӗ Чутай шкулне хутшӑнчӗҫ, «Страноведческий калейдоскоп» (чӑв. Ҫӗршывпӗлӗвӗн калейдоскопӗ) конкурсра 30 вӗренекен Лондонри тата Францири паллӑ вырӑнсем пирки каласа пачӗҫ, пӗр-пӗрин хӑтлавӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Конкурс ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул залӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вырӑнти вӗренӳ пайӗ ертсе пынипе «С любовью к России» (чӑв. «Раҫҫее юратса») ятлӑ юрӑҫсен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса районти шкулсенчи вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк юрӑҫсем тӑван ҫӗршыв, тӑван ял, паттӑрлӑпа туслӑх, тӑванлӑх ҫинчен хывнӑ юрӑсене чуна тивмелле шӑрантарчӗҫ.
«Вокальный ансамбль» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутай, 2-мӗш вырӑна Атнар, 3-мӗш вырӑна — Питӗркасси шкулӗсенче вӗренекенсем мала тухрӗҫ.
«Соло вокал» номинацире малти вырӑна Шулю шкулӗн вӗренекенӗ Валерий Кудряшов ҫӗнсе илме пултарчӗ, Мишеркасси вӗренекенӗ Татьяна Васюкова 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, 3-мӗш вырӑнта — Тури Ҫӗрпӳкасси шкулӗн вӗренекенӗ Ирина Романовӑпа Штанаш шкулӗнче ӑс пухакан Карина Парикова.
Уява хутшӑннӑ пур юрӑҫа та хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ. Вырӑнти МО РОСТО (ДОСААФ) ертӳҫи Владимир Егоров ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп Хучӗпе тата парнесемпе чысларӗ.
Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. Элӗк районӗнче ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар.
Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ.
Элӗк районӗнчен асӑннӑ конкурса Элӗк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурӑмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех салтак-интернационалистсене асӑнса фестиваль иртет. Афганистан, Чечен ҫӗрӗ ҫинче районти тӑватӑ ҫамрӑк пуҫӗсене хунӑ: Ю. Макаров, В.Быков, Г. Иванов тата С. Эзенкин. Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Совет Союзӗн ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун, ҫамрӑкла пуҫ хунисене асӑнса Хӗрлӗ Чутайра кӑҫалхипе 8-мӗш хут «Пурӑнаканнисем асра тытчӑр, ӑрусем ан манччӑр» ятпа патриотизмла юрӑсен фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале 8 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем — ҫирӗме яхӑн юрӑҫ хутшӑнчӗ. Унта Раҫҫей ҫӗршывӗ, ҫар, юлташлӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен хайланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ.
КӐР | 15 |
Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музей йӗркеленекенӗ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский (1913–1994) кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак ятпа музейра Зоя Спиридонова ертсе пынипе уҫӑ алӑксен кунне ирттерчӗҫ.
Уява район ертӳҫисемпе Валериан Григорьевичӑн тӑванӗсем, пӗрле ӗҫленӗ тусӗсем пухӑнчӗҫ. Зоя Сергеевна, музей ертӳҫи, пухӑннисене «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» (1965), «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» (1987), «Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ» (1997), Чехословакири Крал-Хлмец хулин хисеплӗ гражданинӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ, чылай орден-медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен Владимир Храмов, Анатолий Ейков, Владимир Немешкин, Роберт Галимов, Васса Столярова, Елизавета Грузинова, Галина Афанасьева тата ыттисем ветерана ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ.
Чӑннипех те питӗ пултаруллӑ педагог, таврапӗлӳҫӗ пулнӑ вӑл!
Хӗрлӗ Чутайра паян Хӗл Мучисемпе Юрпикисен уявӗ пулчӗ. Уява районти ял тӑрӑхӗсенчен пухӑннӑ тӗрлӗ тумлӑ Хӗл Мучисемпе Юрпикесем, юмахри сӑнарсем хутшӑнчӗҫ. Культура ҫурчӗ умӗнчи чӑрӑш тавра ирттернӗ тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнса пухӑннисене савӑнтарчӗҫ. Клуб умӗнчи сцена ҫинчи шӳтсем те куракансене ҫав тери килӗшрӗҫ.
Кулчӗҫ, юрларӗҫ, тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хӑналарӗҫ.
Сӑнсем (48)
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗн Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи пӗчӗккисен уявӗ питӗ хаваслӑ иртрӗ. Кунта тӗрлӗ сӑвӑ, юрӑ, юмах янӑрарӗ. Уява Трифонова Р.Н., Паркина Л.А.. Васильева С.Н., Васильева М.В. воспитательсем ҫӳллӗ шайра хатӗрленӗ.
Курма пыракансем те, уява хутшӑнакансем те питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Хӗл Мучи пурне те пӗчӗк кучченеҫсемпе сӑйларӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |